Чăваш халăхĕн ача-пăча сăмахлăхĕ чухăн мар. Кăткăс япала та вĕсенче питĕ нумай. Тупмалли юмахсенче, сăмахран, пайăр ятсем те сахал мар тĕл пулаççĕ. Ача-пăча сăмахлăхне чăваш тĕпчевçисенчен В. Канюков ытларах тĕпченĕ.
Пирĕн сайт вăйă мелĕпе усă курса ăс çивĕчлĕхне тĕрĕслеме май парать. Пуçланă чухне сирĕн 10 çăлтăр пулĕ. Тупмалли юмахăн тупсăмне тĕрĕс хуравламасан çăлтăр шучĕ чакĕ. Пур çăлтар та пĕтсен сирĕн валли вăйă вĕçленет — çĕнĕрен пуçлама тивĕ.
Вăйăн тĕллевĕ — нухрата ыттисенчен ытларах пухасси.
Тупмалли юмахсем çăмăллисем тата йывăррисем çине пайланаççĕ. Çăмăллисен тупсăмне пĕлсен 1 нухрат параççĕ, пĕлмесен 1 çăлтăр катăлĕ. Йывăр тупмалли юмахăн тупсăрне пĕлсен 2 нухрат лекĕ, пĕлмесен — 2 çăлтăр катăлĕ. Тупсăмне пĕлмесен эсир тумпалли юмаха «Каярах хуравла» суйласа илсе сиктерсе хăварма пултаратăр. [Малалла »»] пускăч çине пуссан тупмалли юмахсем çĕнелĕç. Тупмалли юмахсем йĕркесĕр тухса пырĕç.