1. Вăййа пуçласси
Чи малтан сирĕн хăвăр çинчен пĕлтермелле. Сайтăн пуçламăш страницинче анкета евĕрлĕ форма вырнаçнă, ăна çырса тултармалла.
Вăрттăн сăмах кĕртмелли пая малтанлăха сиктерсе хăварăпăр — вăл сăмаха эсир хальлĕхе çавах пĕлместĕр.
Пилĕк ана хушшинчен иккĕшне тем тесен те сирĕн çырса тултармалла. Хăвăр ятăрпа хушаматăра кăтартнă чухне тĕрĕс çырăр — парне илмешкĕн вĕсем сире кирлĕ пулĕç.
Кирлĕ анасене çырса тултартăр пулсан «Çапла» пускăч çине пусăр. Ку хыççăн эсир «Хапăл туса кĕтетпĕр!» страницăна куратăр. Кунта мĕн çырнине тĕплĕн вуласа тухăр — вăл сире кайран питĕ кирлĕ пулĕ. Уйрăмах иккĕмĕш абзацне тĕплĕн вулăр: «Сире çак сайта хапăл тусах кĕтсе илетпĕр! Чи малтан сире хăвăр вăрттăн сăмаха пĕлтересшĕн: хххххххх». «ххххххххх» вырăнне сире вăрттăн сăмаха пĕлтерĕç — 8 латин саспаллийĕ. Ăна сирĕн астуса юлмалла. Хăвăра шанмастăр пулсан — хут çине çырса хурăр. Ку вăрттăн сăмах сире кайран кирлĕ пулĕ — сайта кĕнĕ чухне вăл сăмаха пĕлтеретĕр те тупмалли юмахсен тупсăмĕсене малалла шырама пултаратăр.
Çавăн пекех ку страницăра сире 10 çăлтăр пани çинчен пĕлтерĕç. Йăнăш хуравласан сирĕн пĕр çăлтăра туртса илĕç. Çапла май эсир 10 хут çеç йăнăшма пултаратăр.
Малалла каймашкăн «Пуçлас!» пускăч çине пусăр.
2. Вăйă
Акă ĕнтĕ тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырас ĕç пуçланчĕ те ĕнтĕ.
Чи çÿлте кĕске информаци пур: эсир миçе ахах пухма пултарни, сирĕн миçе çăлтăр юлни, тупмалли юмахсен пĕтĕмĕшле шучĕ, тата миçе çын ăмăртăва хутшăнни.
Сире виçĕ тупмалли юмах парĕç. Тупмалли юмах айĕнче хуравĕсене панă. Сирĕн вĕсен хушшинче тĕрĕссине суйласа илмелле. Енчен те тупмалли юмахĕ ытла та йывăр пек туйăнать пулсан — «Каярах хуравла» хурава суйлăр.
Виççĕшĕн тупсăмне те палăртнă хыççăн «Малалла» пускăч çине пусăр.
Пуснă хыççăн страница çĕнелĕ — сире тĕрĕс е йăнăш хуравлани пирки пĕлтерĕç. Симĕспе — тĕрĕсси пирки, хĕрлĕпе — йăнăшшине. Йăнăш хуравласан çăлтăрсем чакса пынине курма пултаратăр. Тĕрĕс хуравласан — ахахсен шучĕ ÿссе пырĕ. Асăрханăр! Хăш-пĕр тупмалли юмахсем йывăррисем шутне кĕреççĕ — вĕсен тупсăмне пĕлмесен 2 çăлтăр çухататăр! Пĕлсен вара — тÿрех 2 нухрат пуçтарма пултаратăр.
Çĕнелнĕ страницăра тупмалли юмахсем те çĕннисем пулĕç.
3. Вăйă вĕçĕ
Çăлтăрсене çухатса пĕтерсен тупмалли юмахсене сире урăх кăтартмĕç. «Сайтран тух та çĕнĕрен регистрацилен» çине пуссан вăййа çĕнĕрен пуçлама пулать. Вăййа темиçе хут та пуçлама пулать. Пĕтĕмлетнĕ чухне чи лайăххине шута илĕпĕр.
4. Пĕтĕмлетÿ
«Хисеп хăми» пайра эсир чи маттур ăмăртуçăсен списокне курма пултаратăр. Ăна кам ахах ытларах пухни тăрăх йĕркеленĕ. Сирĕн чи çÿллĕ вырăна йышăнма тăрăшмалла. Чи çÿлти вырăна йышăннăскерсене парне лекĕ.
«Тух» каçăпа усă курса сайтран тухма пулать. Ун хыççăн сире сайтăн пуçламăш страницине куçарĕç.